Ял çыннишĕн хытă каясшăн тӳлесси хаклăрах
Çӳп-çапа турттарнăшăн квитанцие халĕ ялсенче те илеççĕ. Хытă каяш пухасси мĕнле пулса пырать унта? - Ял çыннисемшĕн ку çĕнĕлĕх-çке! Пĕр çын пуçне 74 тенкĕ ытларах тӳлемеллине унта еплерех йышăнаççĕ-ха? Çак ыйтусене уçăмлатма манăн ĕçтешсем Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.