Госжилинспекция Чувашии

Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с праздником Весны и Труда

Хаклă ентешсем!

Сире Ҫуркунне тата Ĕҫ уявĕпе саламлатăп!

Майăн 1-мĕшĕ ĕҫе тата пуҫарулăха палăртакан чи юратнă уявсенчен пĕри пулнă, халĕ те ҫаплах. Чăваш Ен тивĕҫлипе мухтанакан пĕтĕм самант – кунта пурăнакан ҫĕр-ҫĕр пин ҫыннăн ҫитĕнĕвĕсен кăтартăвĕ. Ҫак кун эпир хăйĕн ĕҫĕпе, пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе ырă улшăнусем валли майсем йĕркелекенсене чыслатпăр.

Паян республика ҫĕнĕ пысăк ҫитĕнӳсем тăвать, экономикăн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсене татса парать, шăпах вĕсен регионти пурнăҫа темиҫе ҫуллăх маларах палăртмалла. Пирĕн промышленноҫ производствинче тата ял хуҫалăхĕнче пысăк проектсем пурнăҫламалла, ҫĕнĕ ҫулсем, ҫурт-йĕр, ача сачĕсемпе шкулсем тумалла, ĕҫлеме тата пурăнма хальхи йышши инфратытăм йĕркелемелле. 

Ума лартнă тĕллевсене эпир пĕрле ҫеҫ татса параятпăр. Шанса тăратăп: регионта пурăнакансен ĕҫченлĕхĕ, пирĕн пĕрлĕх тата ĕҫ йăли-йĕркине тĕпе хуни палăртнă тĕллевсене пурнăҫлама май парĕҫ.

Сире сывлăх, ырлăх-тивлетлĕх тата ĕҫре ҫитĕнӳсем сунатăп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан                                Олег Николаев 

 

 

 

Дорогие соотечественники!

Поздравляю вас с праздником Весны и Труда!

Первомай был и остается одним из самых любимых праздников, символизирующих труд и созидание.

Все, чем по праву гордится Чувашия – это результаты достижений сотен тысяч ее жителей.

В этот день мы чествуем тех, кто своим трудом, талантом и мастерством создает основу для позитивных перемен.

Сегодня республика стоит на пороге новых свершений, решает важные экономические задачи, которые должны определить жизнь в регионе на годы вперед.

Нам предстоит реализовать крупные проекты в промышленном производстве и сельском хозяйстве, построить новые дороги, жилье, детские сады и школы, формировать современную инфраструктуру для работы и жизни.

Все поставленные задачи мы можем решить только вместе. Убежден, трудолюбие жителей региона, наше единство и верность трудовым традициям позволят достичь намеченных целей!

Желаю вам здоровья, благополучия и успехов в труде!

 

Временно исполняющий обязанности

Главы Чувашской Республики                                         Олег Николаев



01 мая 2020
08:00
Поделиться